Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра Вӑрнар районӗнче, «Никольски-Етӗрне-Нурӑс» ҫул ҫинче, «Киа-Спектра» автомашина хирӗҫ килмелли ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Руль умӗнче Нурӑс ялӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пулнӑ.
Ҫулпа ҫав тӑрӑхра пурӑнакан хӗрарӑм «Калина» машинӑпа пынӑ. Вӑл кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ транспортран пӑрӑнас тесе руле пӑрнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Нурӑс арҫыннин автомобилӗ ӑна пырса ҫапнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗпе машинӑри 51 ҫулти хӗрарӑм суранланнӑ. Вӗсене районти пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «Киа» машина ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах хӑвӑрт кайнӑ тата унӑн урапин резини икӗ тӗрлӗ пулнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Туҫи Мӑрат ялӗнче пушар алхаснӑ. Юрать-ха, кӳршӗри ҫуртсене ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ. Пушара 5 автоцистернӑпа сӳнтернӗ.
Ҫулӑм ача-пӑча шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 44 ҫултискер, самаях суранланнӑ. Унӑн ӳчӗн 20 проценчӗ пиҫсе кайнӑ.
Аса илтерер: ӗнер кӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫӗнӗ ҫурт ҫунса кайни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра ялӗнче 20 сехет те 30 минутра чутах пысӑк инкек пулман. Иномарка водителӗ руле итлеттереймен – икӗ хӗрачана ҫапса кайнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл велосипедистра лекнӗ.
Хӗрачасем 11-те тата 8 ҫулта. Юрать, ачасем кӑштах ҫеҫ суранланнӑ. Вӗсен кӗлетки ҫинче кӑвак вырӑнсем ҫеҫ.
Рспубликӑри ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка водителӗ ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта пирӗн республикӑра пневмонипе 6 556 ҫын чирленӗ. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан ҫакӑ 2,1 хут ӳснӗ, ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуринчен 2,5 хут нумайланнӑ. Ҫак цифрӑсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ.
Вирус пуҫарнӑ пневмонипе 1 351 ҫын чирленӗ. Бактери пневмонийӗ 1 902 пациента ҫакланнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче пневмонипе пӗлтӗрхи ҫав уйӑхринчен 5,7 хут ытларах чирленӗ. Кӑшӑлвируса пула пуҫланнӑ пневмонипе чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар, Канаш, Тӑвай районӗсенче уйрӑмах нумай шута илнӗ.
Кӑҫал вырӑс чӗлхипе 4981 ҫын Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Вӗсенчен 1593-шӗ 80 балран ытларах пухнӑ. Ултӑ ҫын чи пӗчӗк балл та илеймен.
Лайӑх кӑтарту: 30 ҫын вырӑс чӗлхи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ. Вӗсем Шупашкартан, Вӑрнар, Комсомольски, Пӑрачкав, Тӑвай районӗсенчен, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлерен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен, Ҫӗнӗ Шупашкартан.
Сӑмах май, кӑҫал информатикӑпа 8 яш-хӗр 100 балл илнӗ. Географи предмечӗпе 100 балл пухна 1 ҫын пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын Элӗк тата Вӑрнар районӗсенче археологи япалисем шыранӑ, вӗсене тупнӑ. Анчах ҫакна тума вӗсен ирӗк пулман. Куншӑн халӗ арҫынсен суд сакки ҫине ларма тивӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче вӗсем ҫӳлерех асӑннӑ районсенче тенкӗсем, йӑлара усӑ курмалли япаласем чакаласа тупнӑ. Арҫынсем ятарлӑ хатӗрсемпе усӑ курнӑ: металлодетекторпа тата металлошыравҫӑсемпе.
Арҫынсем ҫӗр сийне сиенлетнӗ. Вӗсем тупнӑ япаласем – 18-мӗш ӗмӗрти, истори, ӑслӑлӑх тата культура пӗлтерӗшлисем.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗпрел ялӗнче 12 ҫулти арҫын ача путнӑ. Вӑл пӗвере вӗрсе хӑпартнӑ матрас ҫинче ишнӗ. Унччен те пулман – вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ, шывран тухайман.
Ачана ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, тухтӑрсем ҫитиччен медпулӑшу панӑ. Васкавлӑ медпулӑша фельдшерӗсем тата районти пульницӑн тухтӑрсем арҫын ачана леш тӗнчерен тавӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиникине санавиаципе ӑсатнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача амӑшӗнчен шыва кӗме ирӗк ыйтнӑ, анчах лешӗ хирӗҫленӗ. Вара вӑл ашшӗнчен ирӗк илсе пӗве хӗррине кайнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Яндекс» компанипе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Республика ертӳҫи экономикӑна тата социаллӑ сферӑна цифровизацилес тӗллевлӗ проекта пурнӑҫа кӗртесшӗн.
«Яндекс» компанин Раҫҫейри гендиректорӗпе Елена Бунинӑпа ирттернӗ онлайн-тӗлпулура онлайн-вӗрентӳ, тӗрлӗ социаллӑ проект (ҫав шутра – сусӑрсене тата ватӑсене пулӑшасси) пирки те калаҫнӑ; хальхи вӑхӑтри навигаци, шыравпа информаци сервисӗсемпе усӑ курас ыйтӑва хускатнӑ.
Республикӑра «Ветерансем валли такси» социаллӑ проекта хута ярасшӑн. Вӑрнар поселокӗнче кӑҫал «Яндекс.Лицей» уҫӑлмалла. Вӑл Чӑваш Енӗн тӑватӑ вӗренӳ учрежденийӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Олег Николаев «Яндекс.Лавка» сервиспа та кӑсӑкланнӑ. Вӑл пулӑшнипе вырӑнти производительсен продукцине (сӑмахран, шӑрттана, сӑрана) сутма май килӗччӗ.
Чӑваш Енри энтузиастсем самолет ӑсталанӑ. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Дзен|Чувашия» пӗлтернӗ тӑрӑх, самолета ӑсталакансем унпа Вӑрнар районӗнче тӗрӗслемелле вӗҫсе пӑхнӑ. Самолета ӑсталанӑ чух совет саманинчи журналти чертежа тӗпе хунӑ.
«Арго-2» самолетпа вӗҫнине малтанласа Андрей Усков хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Уйрӑм ҫынсем ӑсталанӑ самолетпа вӗҫнине «Дзен|Чувашия» ушкӑнра пӗлтернине вуланисенчен хурлакансем те тупӑннӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ятарласа ирӗк илмесӗр вӗҫме юрамасть. Самолетӑн сертификат пулмалла, кирлӗ ытти документ. Йӗркене пӑсакансене ятарлӑ службӑсем ним мар явап тыттарма пултараҫҫӗ тесе ҫыракансем те тупӑннӑ.
Вӑрнар районӗнчи аш-какай комбиначӗ тислӗке уя тухса тӑкать, вӑл вара кайран юханшыва лекет. Малтикас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвесем, юханшыв питӗ вараланнӑ. Ҫуркунне унта пулӑсем те вилнӗ.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем уйра мӑйракаллӑ шултра выльӑх тислӗкӗ тухса тӑкнӑ темиҫе вырӑн тупнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку пӗр ҫул кӑна пымасть, тислӗке тахҫанах тухса тӑкаҫҫӗ-мӗн. Ҫавна май таврара та шӑршӑ тӑрать.
Тислӗк ҫӗр айӗнчи шыва та лекет. Ӑна вара ҫынсем ӗҫеҫҫӗ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем Ҫутҫанталӑк министерствине, йӗрке хуралне, ҫутҫанталӑк тата район прокуратурине, ытти ведомствӑна кун пирки пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |